Хамăр 94- мĕш сезонне вĕçлерĕмĕр!

логотип1

18 – мĕш ака уйăхĕнче К. В. Иванов ячĕпе хисепленекен чăваш патшалăх академи драма театринче Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамбле «Асран кайми юрăсем» ятлă концерт программипе хулара хăйĕн 94 – мĕш сезонне вĕçлере.

Петемешле каласан, концерта чăвашсен чаплă композиторĕсем В. А. Ходяшев, Т. И. Фандеев, А. М. Токарев, Г. В. Воробьев, О. Я. Агакова çуралнăранпа 100 çул çитнине халлаланă.

Концертăн пĕрремĕш пайĕнче А. Токаревăн халăхра анлă сарăлнă хор юррисемсĕр пуçне пĕтĕм тĕнчипе паллă «Улахра» ятлă юрăпа ташă сюитине кăтартрĕç. Ку номерте кăсăклантаракан япала – старик рольне пĕррĕмеш хут вылякан Чăваш халăх артисчĕ Н. В. Дмитриев хутшăнни. Т. И. Фандеевăн хайлавĕсен уйăмах асра юлчĕç хор валли çырнă юррисем тата «Униçире» юрăпа ташă композицийе. Савăнтаракан япала – чăвашсен паллă балетмейстере Л. Н. Нянина Т. Фандеев музыкипе çĕнĕ ташă лартнă – «Чăваш катрелĕ». В. А. Ходяшевăн творчествиннен икĕ асра юлакан хор хайлавесене кĕртне – «Эп çуралнă Роççейре», «Ылтăн уй – хир». Кунсăр пуçсăр репертуарта тата икĕ илмлĕ номер кăтартрĕç: юрăпа ташă сюитисем «Тӳнкки – тӳнкки» тата «Шупашкарта пухăнсан».

Ансамбль солисчесем О. Кириллова, И. Николаев, А. Максимова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки О. Лукова халăха хитре юрăсемпе савăнтарчĕç.

Концерта пынă публика кăмăллă юлчĕ. Тăрсах алă нутай çупрĕç, ыр сăмахсем те кăшкăрса каларĕç.

Ансамбль хăйĕн ĕçне пĕтермен – ха, сезон вĕçлениччен публикăна та çĕнĕ программăсемпе савăнтарасшăн. Вĕсен хушшинче çу уйăхен 17 – мĕшĕнче Чăваш республикин тава тивĕçлĕ артисткин О. Луковăн творчество каçĕ, çу уйăхенче 22 – мĕшĕнче ансамбльпе тачă çыхăнса ĕçленĕ В. А. Милютин балетмейстерăн творчество уяве, уйăх вĕçнче чăвашсен чаплă юрăçин, поэчен, компоиторен С. Азаматăн пысăк творчество каçĕ пулать, унта та ансамбль хастар хутшăнать.

Чăваш искусствине юратакансем! Сире пурне те çак концертсене хисеплесе чĕнетпĕр!